Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре Раҫҫейри композиторсен союзӗн «Пять вечеров» (чӑв. Пилӗк каҫ) камера фестивалӗ иртӗ. Асӑннӑ пӗрлешӗве ҫав мероприятие ирттерме Раҫҫейӗн Культура министерстви пулӑшать.
Ку проекта пилӗк ҫул каялла пуҫарса янӑ. Унӑн тӗллевӗ — хамӑр ҫӗршыври хальхи вӑхӑтри авторсен музыкипе паллаштарасси. Юбилей ҫулталӑкӗнче фестивале Раҫҫейӗн ҫичӗ хулинче йӗркелеме йышӑннӑ, ҫав шутра — Шупашкарта та.
Пирӗн республикӑра фестиваль программипе Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн сцени ҫинче паллашма пулать.
Куракансем умне Чӑваш Енри тата Тутарстанри артистсем тухӗҫ. Ҫав шутра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӑстисем, музыка енӗпе вӗренекен студентсемпе преподавательсем.
Концерт чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 26-мӗш ҫуртри концерт залӗнче пуҫланӗ.
Agabazar // 2298.53.7538
2023.11.21 17:57 | |
Мĕн вăл «камера фестивалĕ»? | |
Ялтан // 2621.19.5120
2023.11.30 20:19 | |
Трактар урапин пулать- ске, саван пирки самах пырать пуль. Урах камера чаваш челхинче сук. | |
