Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тӑни 10 ҫул пулман. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗр вӗҫленсе пырать, хӗл ҫывхарать.
Ыран ҫумӑр хушӑран кӑна ҫӑвӗ, хӗвел пӑхкалӗ. Сывлӑш температури 3-8 градус ӑшӑ пулӗ.
Юнкун тӗтре карса илӗ, ҫумӑрпа пӗрле йӗпе юр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун ҫил ҫурҫӗр еннелле куҫӗ, кӑнтӑрла та сивӗ пулӗ. Ҫак кунран метеорологи хӗлӗ пуҫланать.
Ҫитес канмалли кунсенче юр 20 сантиметр хулӑнӑш ҫуса лартма пултарать. Анчах хальлӗхе ҫакна ҫирӗплетсе калама ҫук. Ахӑртнех, чӳкӗн 17-мӗшӗнче кӑштах юр ҫӑвӗ, хура ҫӗр шуралӗ. Ҫапла сивӗ те типӗ ҫанталӑк тӑрӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ те ҫитес эренере циклон килӗ. Хальхинче - юрпа. Эппин, хӗл хӑйӗн вырӑнне йышӑнасшӑн.