Ҫак кунсенче Шупашкарта Краснодартан килнӗ ҫын хӑналанать. Ара, вӑл кӑна-им, таҫтан такам та килет пуль тесе пӗтӗмлетме ан васкӑр-ха. Арҫын унтан квадроциклпа персе ҫитнӗ. Унччен вара вӑл Урал тӑвӗсем патне ҫаврӑнса килнӗ. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫула тухӑнскер 9 пин километра яхӑн ҫӗннӗ. Анчах Шупашкартан тӑван тӑрӑхне ҫаврӑнса кайма палӑртмасть иккен-ха — вӑл Раҫҫейӗн Европа енчи чи ҫурҫӗр вырӑнне, Рыбачий ҫурутрав патне ҫитесшӗн. Арҫын кӑсӑкланӑвӗне арӑмӗпе ачи те пайлаҫҫӗ иккен. Анчах вӗсем квадроциклпа ларса тухман — упӑшки тата ашшӗ ҫитес хулана трейлерпа (йывӑр тиев турттаракан машинӑсемпе), куҫса пыраҫҫӗ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, автостоп текен меслетпе.
Краснодартан тухнӑ ҫулҫӳревҫӗсене кашни хуларах хӑйӗн тусӗсем — вырнӑти мотоклуб членӗсем кӗтсе илеҫҫӗ иккен, вӗсемех маршрут пирки ӑнлантараҫҫӗ иккен. Шупашкарсем, сӑмахран, ӑна Чулхулана ҫити ӑсатса ямалла.