Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пушкӑрт чӑвашӗсем ялӑн 240 ҫулне палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 26.07.2013 19:00 | 1267 хут пӑхнӑ

Пушкӑрт Республикинчи Авӑркас районне кӗрекен Треппелте ялӑн 240 ҫулхине паллӑ тунӑ. Ӑна «Сывлӑх сунатпӑр, хамӑр ялсем» ятпа ирттернӗ.

Кунти ламран лама пыракан йӑхсен шутне Виноградовсен, Умовсен, Григорьевсен, Волковсен, Даниловсен, Захаровсен, Колпаковсен тата Федоровсен ҫемйисене кӗртмелле.

Ҫавӑн йышши кирек мӗнле уяври евӗрех унта та вырӑнти ал ӗҫ ӑстисен пултарулӑхне кӑтартса паракан курав йӗркеленӗ. Халӑхӗ вара, чӑнах та, пултаруллӑ. Хӑшӗсем палассем тӗртеҫҫӗ, теприсем тӑмран савӑт-сапа ӑсталаҫҫӗ, йывӑҫран касса тӑвакансем те пур. «Тӗрлӗ ҫулсенчи Треппел ялӗ», «Треппел ялне пуҫарса яни», «Пирӗн ҫитӗнӳсем», «Ҫутҫанталӑка упрар» стендсем хатӗрленӗ.

Уява Авӑркас район администрацийӗн пуҫлӑхӗ М.Б. Ишемгулов та пырса ҫитнӗ. Ял халӑхне вӑл саламланӑ. Виталий Васильевичпа Таисия Романовна Волковсене вара «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальпе чысланӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ И.С. Захарова уҫнӑ. Вӑл вырӑнти пурнӑҫ пикри каласа кӑтартнӑ: шкул тата Культура ҫурчӗн ҫивиттине улӑштарни, асфальт сарни, кӗпер юсани тата ытти пирки.

Ялти чылай ҫын ҫав кун тӗрлӗ парнепе чыслава тивӗҫнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ врӑҫин ветеранӗсем А.П. Антоновпа А.И. Умов, вӑрӑм ӗмӗрлӗ К.Я. Захарова, М.М. Волкова, М.Т. Григорьева тата О.Я. Тимофеева (вӗсем тӑхӑр теҫетке ҫул тултарнӑ) кун-ҫула алла аллӑн тытӑнса 50 ҫул ӗнтӗ пӗрле пурӑнакан Мирон Кузьмичпа Василиса Харитоновна Андреевсене, Леонид Александровичпа Вера Кондратеьвна Умовсене тата ыттисене саламланӑ. Ҫав шутра нумай ачаллисем те, механизаторсен династийӗ те пур.

Уява, паллах, юрӑ-ташӑ ӑстисем те хутшӑннӑ. Стерлӗ хулинчен, акӑ, «Тавах» вокал, Ӗпхӳрен «Элем» юрӑпа ташӑ ансамблӗсем килсе ҫитнӗ.

#ял уявӗсем, #Пушкӑртстан, #Авӑркаса районӗ, #Треппел, #уявсем

 

Комментари:

Migulaj // 1230.05.7492
2013.07.27 17:27
Питĕ кăмăллă хыпар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем