Шупашкар хулинче пӗрисем ҫӗре хӑйсем тӗллӗн ярса илнӗ.
Мате Залка урамӗнчи 12/3-мӗш ҫурт патӗнчи территори тавра тимӗр карта тытса ҫавӑрнӑ, шлагбаум вырнаҫтарнӑ. Ют ҫынсем ҫурт патне пырса кӗресрен карта ҫине «Частная территория» (чӑв. Уйрӑм ҫын территорийӗ) тесе ҫырса ҫапнӑ.
Тимӗр картана тытнӑ мӗнпур ҫӗр асӑннӑ ҫурт ҫумӗнчи лаптӑк та шутланмасть иккен. Ҫӗрӗн пӗр пайӗн хуҫи — муниципалитет.
Саккуна пӑсса ярса илнӗ ҫӗр тӗлӗшпе хула администрацийӗ суда ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр ҫуртӑн управляющи компанийӗ Пӗрремӗш арбитраж аппеляци судне ҫитнӗ. Унтисем те малтанхи йышӑнӑвах вӑйра хӑварнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра управляющи компанин тимӗр картана сӳтме тивӗ.