Элӗк районӗнчи тӑлӑх прокуратура пулӑшнипе кӑна хваттерлӗ пулнӑ. Каччӑна ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлсан ҫурт-йӗр тивӗҫмешкӗн черете тӑратнӑ.
Хайхискер 18 ҫул тултарнӑ, хваттер вара паман. Хӑй ҫемьеленнӗ, харпӑрлӑхӗнче ҫурт-йӗр пулман. Ҫавна май унӑн укҫа тӳлесе хваттер тара илме тивнӗ. Ҫапла самай нухрат тӑкакланӑ.
Прокуратура вырӑнти администрацие тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерме ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ӑна ҫӗнӗ те хӑтлӑ ҫуртра хваттер уйӑрса панӑ.