Респбликӑна "Мистр Сидр" ӗҫмене официаллӑ майпа кӳрсе килмен пулсан та йӗрке хуралҫисем 800 ытла суту-илӳ вырӑнне тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере ҫак ӗҫмене сутнине тупса палӑртнӑ. Ӑна туртса илнӗ, экспертизӑна янӑ.
Аса илтерер: Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫынсем сидр ӗҫсе вилнӗ. Ытти регионта та кунашкал тӗслӗхсем пулнӑ. Улатӑрта 19-ти каччӑ сидрпа наркӑмӑшланнӑ тесе пӗлтернӗччӗ. Телее, диагноз ҫирӗпленмен, унӑн тахҫанхи чирӗ хайӗн пирки аса илтернӗ-мӗн.