Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Григорий Маклаков — 90-ра

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 22.07.2013 22:53 | 1850 хут пӑхнӑ

Ыран, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Григорий Моклаков ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Вӑрӑмах мар ҫак материалта унӑн юррисен ячӗсене асӑнса каймӑпӑр. Вӗсене вӑл 1956 ҫултах кӗвӗлеме пуҫланӑ. Унччен вара, вӑрҫӑ ҫулӗсенче, тӑван Вӑрмар районӗнче окоп чавнӑ ҫӗрте бригадир та пулнӑ, пушар хуралӗн пуҫлӑхӗнче те тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑрать. Анчах ҫапӑҫу хирӗнче нумай пулаймасть вӑл. Сӗм суккӑр пулса тӑван киле таврӑнать. «Интернатрах юлас-и?» — тесе ыйтса ҫырса янӑ иккен вӑл госпитальте выртнӑ чух. Анчах ӑна тӑван килте чунтан кӗтнине пӗлтернӗ. Савнӑ хӗрӗ те ҫавнах систернӗ. Сӑмах май, мӑшӑрӗпе вӗсем 10 ача ура ҫине тӑратнӑ.

Тӑван ялта, Кавалта, ӑна клуб заведующине лартаҫҫӗ. Пулӑшуҫӑ пулма саккӑрмӗш класра вӗренекен Вася Долгова шанаҫҫӗ. 1950 ҫулта Григорий васильевич Мускав облаҫӗнчи Загорск хулинче музыка шкул-интернатне вӗренсе пӗтерет, баянист пулса тӑрать. Тӑван ялта вӑл пысӑк хор йӗркелет. 1952 ҫулта ӑна районти культура ҫуртне халӑхпа ӗҫлекен инструктор пулма куҫараҫҫӗ. Тепӗр вунӑ ҫултан вӑл суккӑрсен Канашри обществинче ӳнер ертӳҫинче тӑрӑшма тытӑнать. 1966–1991 ҫулсенче вӑл куҫсӑррисен обществин Шупашкарти вӗренӳпе производство предприятийӗн директорӗн ҫумӗнче тата культура ҫурчӗн заведующийӗнче тӑрӑшать.

#юбилейсем, #Кавал, #Вӑрмар районӗ, #Канаш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем