«Шӑрпӑкпа выличчен, сӳнтеркӗчпе туслӑ пул» ҫак каларӑша ача-пӑчасем хушшинче сарса пукане-сӳнтеркӗч Мари Элте хӑйӗн ҫулҫӳревне вӗҫлет те Шупашкара ҫул тытать. Ҫулӑма кӑпӑк пӗрӗхтерсе сӳнтермелли хатӗр-пуканен ҫулҫӳрев тӗллевӗ сывлӑха ҫирӗплетекен ача-пӑча уйлӑхӗсем тата ача пахчи тӑрӑх ҫӳресе шӑпӑрлансене вӑйӑ урлӑ пушара хирӗҫ мӗнле майпа кӗрешмеллине вӗрентесси.
Кузьма Пожаркин ятпа ҫӳрекен пуканене Мари Элте ачасем хаваспах йышӑннӑ, уссине те туйма пултарнӑ. Ҫавӑнпа та сӳнтеркӗч-пукане Шупашкарти ача-пӑчана кӑсӑклантарма пултарни пирки никам та иккеленмест.
Ҫакӑн йышши сӑнара Киров облаҫӗнчи Раҫҫейӗн МЧС ӗҫченӗсем пуҫарса янӑ. Кӑсӑклӑ пукане ҫуллахи кунсем хушшинче Атӑлҫин пысӑк хулисене кӗрсе тухмалла.