Ялта ҫуралнӑ, анчах вӑтам е аслӑ пӗлӳ илме республика тӗп хулине вӑхӑтлӑха пурӑнма куҫнӑ ҫамрӑксем лавккара туяннӑ сӗт таврашне тутанса пӑхсанах тӳрех «ку ӗнтӗ тӑван килти Бурёнка сӗчӗ мар ҫав» тесе сӑмсисене йӗрӗнсе аякалла пӑраҫҫӗ. Технологи тапхӑрӗ аталаннӑ май паянхи кун ҫак пулӑмӑн лару-тӑруне те начасах техника улӑштарма пултарӗ.
Шупашкарти урамсенче сӗт сутакан ятарлӑ сӗткоматсене вырнаҫтарма планлани ҫинчен эпир сӑмаха хускатнӑччӗ. Ку ҫӗнӗлӗхе «Регионсем — чикӗсӗр ҫыхӑну» куравра специалистсем ырланӑ май хулара ҫак кунсенче 7 сӗткомачӗ «ӳссе те ларнӑ». Вӗсене 02.08.2012 №220 «Шупашкар лаптӑкӗнче ял-хуҫалӑх продукцийӗн суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫласси ҫинчен» ятарлӑ хула администраци йышӑнӑвӗпе вырнаҫтарнӑ.
Сунӑ сӗте халӑха ҫитерме (икӗ-виҫӗ алӑ урлӑ сутас вырӑнне) ҫак автоматсем чӑннипех те меллӗ. Вӗсен тупӑшне хула администрацийӗ те, ҫыннисем те туйса илме май пулӗ. Хальлӗхе сӗткоматсем Ленин районӗнче икӗ вырӑнта: Мир проспекчӗн 7-мӗш тата 9-мӗш Пиллӗҫуллӑх урамӗн 16/15 адрессемпе вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне Калинин районӗненчи Калинин урамӗн 100-мӗш тата Трактӑр тӑвакан проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнче те автоматсем «ӳссе ларнӑ».
Паянхи куна сӗткоматсене Гагарин урамӗнчи 3-мӗш тата Эгерсен бульварӗнчи 47-мӗш ҫуртсем патӗнче ӑҫта вырнаҫтармалли ҫинчен сӳтсе яваҫҫӗ.
Сӗтпе тивӗҫтерекен автоматсем паянлӑха хӑйсен ӗҫне пуҫӑнман-ха. Кӑлтӑксене саплаштарнӑ хыҫҫӑн сӗткомат ӗҫлеме те тытӑнӗ. Сӗтне вара автомат 1 литршӑн 25 тенкӗпе хаклать.
Аса илтеретпӗр, Шупашкарта сӗткаматсене вырнаҫтарас ыйтӑва пӗрремӗш хут Тӑвай районӗнче пурӑнакан Сергей Илларионов ҫӗкленӗ пулнӑ.