Чӑваш Енри 6 управляющи компание ӗҫлеме чарнӑ.
Республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑракан ҫав организацисен лицензине тӑсса паман. Ӗҫлеме чарнисен списокне Шупашкарти «Хотэй», Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти «Люксжилсервис», Шупашкар районӗнчи Ишлейри «Новое село», Ҫӗмӗрлери «Коммунальник», Сӗнтӗрвӑрринчи «Центр» тата Красноармейскинчи «Коммунальщик» управляющи компанисем лекнӗ.
Вӗсем хӑйсен ӗҫне ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫеҫ тӑсайӗҫ.
Ӳлӗмрен хваттер хуҫисем е урӑх компание суйлӗҫ, е ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхне йӗркелӗҫ.