Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗпе тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, хӑйӗн аслӑлӑхӗпе пире паян та тӗлӗнтерекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ.
«Вӑл хӑйӗн педагогика тытӑмне йӗркеленӗ, вӗренӳ заведенийӗсем уҫнӑ, ҫынна юратма тата тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентнӗ. Унӑн пурнӑҫӗн ҫулӗ Тӑван ҫӗршыва тата хӑй халӑхне чунтан парӑнса ӗҫленине кӑтартакан ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать.
Паян Чӑваш чӗлхи кунне Раҫҫейри чылай регионта анлӑн уявлаҫҫӗ, унта чӑваш халӑхӗн тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине тата культура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан майсем пурнӑҫланаҫҫӗ», — тенӗ саламра.