Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта 12 ҫулти хӗрача тарзанка ҫинче ярӑнса ӳкнӗ те тӑнне ҫухатнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра Республикӑри катастрофа медицинисен центрӗн ӗҫченӗ Дина Якупова иртсе пынӑ. Вӑл хӗрача ӳкнине курнӑ. Ача ҫӗр ҫинче хускалмасӑр выртнӑ. Хайхискер икӗ минутлӑха тӑнне ҫухатнӑ.
Дина Якупова хӗрача патне чупса пынӑ, тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ачан сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ. Фельдшерсем хӗрачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ӑсатнӑ.