Ӗнер Шупашкар районӗнчи Самуккасси ялӗнче пурӑнакансем анкартинчи типӗ курӑка ҫунтарнӑ. Анчах ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ. Ялта тӳрех виҫӗ пӳрт ҫунса кайнӑ.
Ку 14 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм типӗ курӑк ҫинчен хуралтӑ таврашӗсем ҫине куҫнӑ. Ҫапла виҫӗ хуҫалӑх пӳрчӗ-качки шар курнӑ. Виҫӗ ҫуртӗнче те ҫынсем пурӑннӑ. Юрать-ха, хуҫисем чӗрӗ-сывах.