Чӑваш Енре тараватлӑх элчине (республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче амбассадор тенӗ) палӑртнӑ. Ҫав ҫын — Евгений Шуваев шеф-повар, фермер тата усламҫӑ.
Тараватлӑх элчисем ҫӗршывӑн 75 регионӗнче туризм пӗрлешӗвӗсене аталантарӗҫ.
Асӑннӑ хастарсен тӗллевӗ — туристсен шухӑш-кӑмӑлне улӑштарасси. Сӑмахран, хрантсуссен паштечӗ вырӑнне чӑвашсен ФуаГра паштечӗпе паллаштарасси, Крымри устрицӑпа Карелинчи форель ҫинчен каласа кӑтартасси...
Евгений Шуваев 15 ҫул каялла Чӑваш Енрен тухса кайса ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗпе паллашнӑ, 2016 ҫулта тӑван тӑрӑха таврӑнса кунта туризма аталантарма тӗллев лартнӑ. Пӗлтӗр вӑл сысна ӗрчетме тытӑннӑ. Унран прошутто (итальянсен ветчини) тата лардо (итальянсем сысна ҫӑвӗнчен хатӗрлекен апат) хатӗрлет.