Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.03.2023 19:21 | 2727 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Культура

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть ҫав. Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн йӑласем майӗпен ҫухалса пыраҫҫӗ. Ҫухалаҫҫӗ тесен те тӗрӗсех мар-тӑр? Иртнӗ кунра юлаҫҫӗ темелле пуль. Чӑвашсен ниме текенни те паянхи кун иртнӗ куна юлчӗ пулас. Мӗншӗн? Ҫак ыйту мана кӑсӑклантарчӗ те ак мӗнле шухӑшсем патне ҫитрӗм.

Ниме текен йӑла, паллах, чӑваш культуринчи чи аваннисенчен пӗри шутланать. Пӗччен тӑвайман ӗҫе ушкӑнпа пурнӑҫласан, вӑл, малтан хӑйӗн калӑпӑшӗпе хӑратса тӑнӑскер, вӗҫленнӗ тӗле малтанхи пек йывӑр туйӑнмасть. Аван-и? Чӑн та чаплӑ йӑла. Анчах паянхи кун ӑҫта ҫухалчӗ-ха вӑл?

Сӑлтавӗ вара тӗрлӗрен. Чи витӗмли ман шутпа — халӑх ӗлӗкхи пек чухӑн пурӑнма пӑрахнинче. Ачалӑха аса илетӗп те — мӑлатук-пуртӑ таврашӗ те кашни килтех ҫукччӗ. Вӑрӑм пусма кирлӗ пулсан кӳрше утаттӑмӑр. Тата ытти те. Халь вара? Мӑлтукӗ кашнин пӗрер кӑна мар, пуртти иккӗ-виҫҫӗ. Вӑл кӑна мар, тӗрлӗ электроинструмент пурин те пур темелле. Шуруповерт текенни хӑшӗсен пӗрре кӑна мар. Ыттисем те сахал мар: электропӑчкӑ, электролобзик... Пурин те килӗнче бензопӑчкӑ пур темелле. Енчен те мотоҫавасене илес пулсан — ҫуллахи вӑхӑтра пирӗн ялта вӗсен сасси кӗрлесе кӑна тӑрать. Пӗр кӳрши курӑка тикӗслесе ҫитерет те — тепри пуҫлать. Ун хыҫҫӑн тепри пуҫлать… Ирӗн-каҫӑн: кӗр-кӗр-кӗр!..

Чухӑнлӑхран тухни тепӗр енчен те нимене пӗтерет. Ҫыннӑн укҫа пур пулсан вӑл чаплӑ маҫтӑра тара тытать. Тӗслӗх пек хамӑн тӑванах илес. Ман йӑмӑк штукатур ӗҫӗпе аппаланать. Тӑван ҫурт тӑвать те ним мар кайса пулӑшмалла пек. Анчах ҫурт тӑвакан тӑванӑн укҫи ҫителӗклӗ те вӑл ман йӑмӑк пек ахаль ӑстана чӗнесшӗн мар, чаплӑ тӑвакан ҫынна суйлать. Тепӗр енчен ӑна та ӑнланмалла: йӑмӑк пулӑшмалла туса парсан кӑлтӑк юлсан епле ыйтӑн? Чаплӑ ӑстана чӗнсен вара пахалӑх тӗлӗшӗнчен ҫирӗп ыйтма май пур.

Тепӗр сӑлтав: ҫын пурнӑҫне ҫӑмӑллатакан хатӗрсем йышланса пыни. Мотоҫавасем пирки каларӑм ӗнтӗ. Ҫавапа ҫулса нушаланнинчен самай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Ҫавна май ӗҫе хӑвӑртрах тума май пур. Е бензопӑчкӑна илес. Енчен те унччен кил умне вутӑ пырса тӑксан ӑна касса-ваклама пит нумай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ пулсан, бензопӑчкӑпа пӗчченех ним мар пӗр машшин горбуль касса тирпейлесе хума пулать. Пӑчкӑпа кас-ха… Иккӗн икӗ авӑрлипе («сана-мана» ятлипе) татсан та вӑхӑт сахал мар иртет. Бензопӑчкӑна вара бензин яр та, хатӗре тапрат та — пулчӗ те. Хӑйех касать тесен те йӑнӑш мар.

Ман шутпа виҫҫӗмӗш сӑлтав вӑл — халӑх куҫни. Пӗрисем яла пӑрахса хуланалла куҫаҫҫӗ (ҫавна май ялта сайра пулкалаҫҫӗ), теприсем хуласем ҫывӑхнелле туртӑнаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем хула пурнӑҫӗнчен йӑлӑхса ялалла куҫаҫҫӗ. Ҫавна май ялти ҫынсем, пӗр-пӗрне лайӑх палламанран, пӗр-пӗринпе сахалтарах хутшӑнма пуҫлаҫҫӗ. Пирӗн урама илес пулсан — унашкал ҫынсем пайтах. Мӗн тӑвӑн? Ял хула ҫывӑхӗнче те, кунта куҫса килес текенсем пит йышлӑ. Вӑт ҫавна пула ӗнтӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринпе сахалтарах хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗрне палламанран нимелле ӗҫлеме те вӗсен шухӑш ҫуралаймасть.

Тӑваттӑмӗш сӑлтав — яла хӑтлӑх кӗртессине ял халӑхӗ мар тӑвать, администрацире ларакан тӳре-шара. Енчен те малтан ялти ҫула, уй хапхине ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса тунӑ пулсан — халь ку ӗҫе ял администрацийӗ пурнӑҫлать. Ку тӗлӗшпе ял администрацийӗ халӑха явӑҫтарас тесе хӑтланкалать-ха ӗнтӗ: тӗрлӗ йышши ӗҫ валли халӑхран укҫа-тенкӗ пухассине йӗркелеме пӑхать. Анчах халӑхӗ ҫав тери наянланса кайнӑ: вӑйпа пухсан кӑна укҫа уйӑрма вӑл хатӗр. Ара, ӗҫне ҫав-ҫавах пурнӑҫлӗҫ-ҫке... Ял урамӗнче ҫул сарма пухаҫҫӗ пулсан — ҫавах сарса парӗҫ-иҫ… Хамӑр урамра ҫак ӗҫ валли укҫа пухнинех аса илетӗп. Никамах та ытлашши укҫа хывмарӗ. Ҫулне вара сарса пачӗҫ. Халӑхӑн вара укҫа хывма сӑлтавӗ мӗнле ҫуралтӑр? Паллах, хамӑр ял тӑрӑхӗнчи тепӗр ялтах ҫавнашкал пухнӑ укҫан ытлашши юлнӑ пайӗпе тротуарсем сарчӗҫ. Шел те, ку сахал ҫынна шухӑша яма пултарать.

Паллах, ырӑ тӗслӗхсем те пур. Калӑпӑр, пирӗн ялти пӗр урамри асфальта халӑх хӑй сарчӗ — килӗрен укҫа пуҫтарса, ял администрацийӗ ку ӗҫе тӑвасса кӗтмесӗр (черет пысӑк вӗт…). Е тепӗр ялта, ман тӑвансем пурӑнаканнинче, ял халӑхӗ хӑйех, асфальт ҫула тӑвасса кӗтмесӗр, хӑйсемех укҫа пухса асфальт тӗпренчӗкне сарса тухрӗҫ. Машшинсем ҫавах кашни килте тенӗ пекех пур та лакӑмлӑ ҫулпа вӗсене чуптарасшӑн пулмарӗҫ вӗсем.

Пасар самани хӑйӗнпе пӗрле индивидуализма сӗтӗрсе килнине те манмалла мар пуль. 20–30 ҫул каяллахипе танлаштарсан паян кашни ыттисенчен уйрӑмтарах пурӑнать. Тӑванӗ-кӳршипе те сахалтарах хутшӑнать. Пӗр-пӗр ӗҫ хӑйне усӑ кӳрсен кӑна ӑна пурнӑҫлать, пурне те усӑ паракан ӗҫе ытлашшиех тӑвасшӑн мар. Тӗрӗссипе общество та темшӗн пурне те усӑ паракан ӗҫе хаклашӑнах мар. Ҫапла вара харкам ҫыннӑн унашкал ӗҫе пурнӑҫлама сӑлтавӗ те ҫук.

Апла пулин те, пирӗн ҫавах «пӗрлӗхре — вӑй» текен каларӑша манмалла мар. Обществӑшӑн ӗҫлесси чылай чухне пархатарсӑр пулсан та ку халӑха аталанма пулӑшать. Ӑна малалла илсе каяс тесен пирӗн ҫав-ҫавах пӗрлешме тивет. Уйрӑммӑн пулсан саланатпӑр кӑна. «Тӗнче каштине пӗччен йӑтаймӑн» текен чӑвашсен ваттисен сӑмахӗ пур. Питӗ ытарлӑ каланӑ — ҫак темӑн тӗшшине аван уҫса панӑ.

Пӗтӗмлетсе ҫапла каламалла пуль: пӗччен мар, пӗрле ӗҫлер. Нимелле тумалли ӗҫсем сахал мар пирӗн. «Атӑл.Тӑлмач» сайтӗнче эсир куҫарусене хаклама пултаратӑр (хаклавне пусмалла кӑна вӗт!); Common Voice сайтра чӑвашла пуплевӗшсене сасӑлама, е ыттисем сасӑланине хаклама; Google.Translate сервисра чӑвашла куҫарма, е куҫарнӑ тӗслӗхсене хаклама; «Терминсем» онлайн-канашлура чӑваш терминӗсене сӳтсе яма; «Википедин» чӑваш уйрӑмне пуянлатма тата ытти те. Ҫак ӗҫсене кам та пулин тӑвасса кӗтмесен, вӗсене хӑвӑр та хутшӑнсан вӗсем пурте самай хӑвӑртрах аталанса пырӗҫ. Вара ниме йӑли те манӑҫа тухмӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#культура, #ниме, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1444.18.2256
2023.03.05 23:26
Agabazar
Шухăшла — шухăшларăш
Кала — каларăш
Евразиец // 3592.88.7110
2023.03.06 16:14
Со временем на данном чувашском сайте одни подобные статейки будут, ибо у Аçтахара статьи как у его младшей сестры штукатурка: "Ман йăмăк штукатур ĕçĕпе аппаланать", - тет автор данной статьи. Аçтахар тоже только аппаланать, ничего серьезного, всё давным давно известное и "съеденное" историей.
Ҫынӑм // 3274.01.0293
2023.03.06 18:36
Вӑт, Agabazar, ӑнлантарса пар: мӗншӗн «шухӑшларӑш»-ра 〈р〉? Мӗне пула? «Шухӑшларӑш» морфемӑсем ҫине мӗнлерех пайланӗ? Шухӑш-ла-р-ӑш? Мӗн кунта -р пӗлтерет вара? «Уй, каларӑшра р тӗл пулать вӗт» хурав мар.
Евразиец // 3592.88.7110
2023.03.07 10:49
Правду надо писать и печатать, правду на "Чувашском народном сайте", чтобы в правде, чести и совести воспитать подрастающее поколение и сформировать полноценное гражданское общество. Без правды, чести и совести это невозможно делать. Если говорить об исчезновении нравственно-прекрасной традиции "Ниме", то нужно понимать как постепенно исчезает в чувашской среде родственная связь, связь даже с близкими своими родственниками. А какая песня была раньше "Нимене", как это слово распевалось, а как она ревностно и душевно исполнялась, призывала сохранить родственную связь. А сейчас молодежь занимается никому не нужным "роком", считают это чем то необходимым и нужным, следованием тенденциям современного Запада, а результат - исчезновение прекрасного, духовно-нравственного и самого практичного в жизни народа. Сегодня зачастую подрастающее поколение роком АППАЛАНАТЬ, если сказать по-чувашски. А Западу то и нужно, чтобы отчуждать и отчуждать российские народы от всего прогрессивно-нравственного и посеять раздор между народами. Давайте правду говорить и писать, если она даже слишком горькая.
Agabazar // 1444.18.2256
2023.03.07 13:33
Agabazar
Ҫынӑм // 3274.01.0293 2023.03.06 18:36
Вӑт, Agabazar, ӑнлантарса пар: мӗншӗн «шухӑшларӑш»-ра 〈р〉? Мӗне пула? «Шухӑшларӑш» морфемӑсем ҫине мӗнлерех пайланӗ? Шухӑш-ла-р-ӑш? Мӗн кунта -р пӗлтерет вара? «Уй, каларӑшра р тӗл пулать вӗт» хурав мар.
Шухăшларăш сăмаха чăн малтан кĕртекенсенчен пĕри Виталий Юмарт (чăн хушамачĕ Чекушкин), вăл Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра пурăннă. Шкулта ĕçленĕ, район шайĕнче çав тери сумлă çын пулнă. Ыйтăва çавна пама пулатчĕ, анчах та вăл çĕре кĕни чылай пулать ĕнтĕ.

Каларăш тени вара татах та маларах çуралнă. Енчен те кун пекки ĕнтĕ икĕ сăмахра пулсан, çакна система теме те пулать. Тен, тĕслĕхсем татах та пур. Морфемăсем çине пайланасси ак çапла пуль: Шухăш+Ла+Рăш.

Система пулса кайнă теме иртерех-и? Пулĕ те. Анчах та лингвистикăра продуктивлă мар аффикс текен ăнлав та пур. Вăл ыйтупа чăваш чĕлхе пĕлĕвĕнче А. П. Орлова ĕçленĕ (эп ăнланнă тăрăх тахçанах тата çамрăклах çĕре кĕнĕскер).

Халь пире пуплерĕш вырăнне пуплевĕш тетересшĕн. Аналогсене пăхăпăр: вулавăш (вуламалли вырăн, читальный зал). Çапла вара пуплевĕш тени калаçмалли вырăн пек пулса тухать. «Предложени» тени патне те пымасть.
Евразиец // 3592.88.7110
2023.03.07 13:48
Настоящие чувашские СМИ правильно беспокоятся по поводу чрезмерного потребления горячительных напитков."Чуваши стали пить больше водки вместе с 48 литрами пива", - отмечается в СМИ. Раньше после "Ниме" столько не пили, а сегодня по правде не только больше водки и пива, но и так называемые в народе "фанфурики" в моде. Ведь в аптеке напротив центрального рынка по ул.Гагарина в Чебоксарах как продавали 10 лет тому назад, так и продают эту дрянь-жидкость. В этой аптеке постоянны сомнительные особи человеческого рода. Стыдоба полнейшая, стыдно перед гостями города по поводу потребления так называемых "фанфуриков. Мне наплевать, что там говорят по поводу потребления водки в других регионах, но когда это делают мои земляки и у себя дома и это пытаются оправдать свои же, но извините...
Agabazar // 1444.18.2256
2023.03.07 22:55
Agabazar
Тыткала — тыткаларăш
Хăтланкала — хăтланкаларăш
Ҫынӑм // 1194.51.7055
2023.03.07 23:49
Халь ӑнланмалларах. Тав, Agabazar, хурав панӑшӑн.
Agabazar // 3598.45.9915
2023.03.09 08:58
Agabazar
Шухăшларăш тата каларăш тенисем, чăнах та, пуçран шутласа кăларнă япаласем пек туйăнаççĕ (уйрăмах — пĕрремĕшĕ). Анчах та юлашки икĕ тĕслĕх (тыткаларăш, хăтланкаларăш) пирки апла калаймастăн вĕт. Вĕсем — кулленхи калаçури сăмахсем. Гуглпа та аванах тытăнаççĕ.

Çапла вара, чĕлхен талккăшне сарас тесен, шутласа кăларассинчен те пăрăнмалла мар. Акă, нумаях пулмасть, «прошивка» текенни пирки ыйту сиксе тухрĕ. Ăна çаплипех хавараймастăн, мĕншĕн тесен варваризм пулса тухать. Акăлчанла варианта та (firmware) илейместĕн. Çĕлĕм темешкĕн тиврĕ. Капла каласан, пĕлтерĕшĕ те витĕр курăнать — пĕр-пĕр хатĕр çумне çĕлесе хунăскер. Улăштарас пулсан, çавă çĕнĕрен çĕлесе хурассине пĕлтерет.

Калас пулать, вырăс чĕлхинче те, паллах, çав «прошивка» сăмах пулман. Вăл ăçтан сиксе тухнине вырăс Википедийĕнче самаях анлăн çырса кăтартнă. Акăлчан чĕлхинче те вăл ятарласа шутласа кăларнă сăмах.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем