Хушма хуҫалӑха аталантарма тесе ҫӑмӑллӑхлӑ кредит парассине ҫӗршывра агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвӗ пирки калакан наци проектне йышӑннӑ хыҫҫӑн тытӑнчӗҫ. Банкран илекен ахаль кредитпа танлаштарсан, унӑн процент ставкине субсидиленӗ май, процентне сахалтарах тӳлемелле. Шӑпах ҫакӑ илӗртет те ҫынсене. Ара, курттӑм укҫа пур чухне те тупаймастӑн-ҫке. Кун пек вара харӑс илсе пӗчӗккӗн татса пыма пулать.
Улатӑр районӗнче пурӑнакансем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫӑмӑллӑхлӑ условипе паракан кивҫене 56,5 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Чуварлей, Атрать, Ҫӗнӗ Энтриел, Ҫӗнӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем уйрӑмах хастар-мӗн. Кивҫене кам выльӑх-чӗрлӗх хуралтисене юсаса ҫӗнетме, кам выльӑх-чӗрлӗх туянма тӑкаклать.