Паян Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Чуракасси ялӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫак ҫын хыпарланӑ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑр ирхине ҫунӑ. Нумай йывӑҫ хуҫӑлса аннӑ, электричество сӳнсе ларнӑ.
"Тирек йывӑҫҫисем пӑра чӑтаймасӑр хуҫӑлаҫҫӗ. Пӑрӗ унчченхиех юлнӑ. Паян татах ҫурӗ", - хыпарланӑ халӑх корреспонденчӗ.