Чӑваш Енри ача ҫурчӗсем ӳлӗмрен пӗр орган тытӑмӗнче пулӗҫ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗ ҫумӗнчи ятарлӑ канашӑн ӗнерхи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Унта Ачалӑх вунӑҫуллӑхӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пирки калаҫнӑ. Опекӑпа попечительство органӗсене 2024 ҫулччен пӗр органа пӑхӑнмалла тӑвасси пирки те сӑмах хускатнӑ.
Ларура палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 15 ҫулта пирӗн республикӑра тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен йышӗ икӗ хутчен чакнӑ. Паян ун пек ачасен йышӗ 2,4 пинпе танлашать. Тӑлӑхсене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене ҫемьене илесси те икӗ хута яхӑн ӳснӗ.
Паян пирӗн республикӑра тӑлӑх ачасен пилӗк организацийӗ ӗҫлет. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ (Пӑрачкаври ача ҫурчӗ, Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен центрӗсем) Чӑваш Енӗн Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, «Малютка» ача ҫурчӗ — Сывлӑх сыхлав министерствине, Кӳкеҫри ӑсран аталанса ҫитеймен ачасен интернат-ҫурчӗ — Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине. Вӗсене ӳлӗмрен пӗр орган тытӑмне куҫарасшӑн.