Тунтикун, утӑн 8-мӗшӗнче, Раҫҫейри халӑх ҫемье, юрату тата шанӑҫлӑх кунне паллӑ тунӑ. Ҫак уяв патшалӑх шайӗнче 2008 ҫулта кӑна ҫирӗпленнӗ пулин те ӑна паллӑ тӑвасси ҫынсем хушшинче анлӑ сарӑлнӑ.
Асӑннӑ ҫутӑ уяв кунне Улатӑрта хӑйне майлӑ паллӑ тӑвас тенӗ. Пӗрремӗш хут хулара «Ача кӳмисен парачӗ» мероприяти ирттернӗ. Ирхи хӗвеллӗ кунхине ҫамрӑк амӑшӗсемпе ашшӗсем хӑйсен пепкисемпе Турӑ Амӑшӗн Ивер иконин чиркӗве умне пуҫтарӑннӑ, вӗсене унта чиркӳри аслӑ пуп, протоиерей Олег Востриков пил панӑ. Хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗсем ҫурату ҫуртне ҫул тытнӑ. Вӗсене унта учрежденин медицина ӗҫченӗсем кӗтсе илнӗ. Ҫамрӑк ашшӗпе амӑшсем тухтӑрсене вӗсен пысӑк мухтавлӑ ӗҫӗшӗн тав сӑмахӗсем каланӑ, вӗсен ӗҫе пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Уява пухӑнакансене Улатӑрти район пульницин аслӑ тухтӑрӗ Юрий Боголюбов, хула канашлӑвӗн депутачӗ, Улатӑрти тӗпленнӗ вулавӑш системин директорӗ Ирина Благовидова тата чиркӳри аслӑ пуп, протоиерей Олег Востриков Ҫемье, юрату тата шанӑҫлӑх кунӗ ячӗпе саламланӑ.