Иртнӗ шӑматкун, утӑн 6–мӗшӗнче, Ярмушка ял тӑрахӗнче ял поселенийӗн уявӗ пулчӗ. Тӗплӗн хатӗрленчӗҫ ярмушкасем уява: лапамри курӑка ҫулса пуҫтарчӗҫ, хӑрнӑ йывӑҫсене касса, ҫӳп-ҫапа пуҫтарса тирпейлерӗҫ. Ял ҫумӗнчи лапамра артистсене кӗтсе сцена, куракансене ларма саксем ӑсталарӗҫ. Спорт вӑййисене ирттеме ятарлӑ вырӑнсем те хатӗр. Тӗрлӗ тӗслӗ вӗлкӗшекен ялавсем, илемлӗ сӑнӳкерчӗксем, алӗҫ куравӗсем, тавралӑха сӑнланӑ ӳкерчӗксемпе сӑвӑланӑ хайлавсем — пурте хӑйсен тивӗҫлӗ вырӑнӗсене тупрӗҫ.
Аякран килнӗ хӑнасем, ял-халӑхӗ йышлӑ пуҫтарӑнчӗ уява. Кӳршӗ ялсенчен те ҫитрӗҫ.
Ял уявне вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ Алексей Петров уҫрӗ. Уявпа саламласа район администрацин пуҫлӑхӗ Леонид Николаев ӑшӑ сӑмахсем каларӗ. Ҫавӑн пекех уява хутшӑнакансем ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.
Сӑнсем (148)