Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли директор шыраҫҫӗ. Конкурса чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑ.
Малтан ку должноҫе унччен пассажирсене илсе ҫӳрес енӗпе ӗҫленӗ Эдуард Козлов йышӑннӑ. Ку тивӗҫе вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе пурнӑҫланӑ. Унӑн предприятие тӑкаксӑр ӗҫлеттерсе ямалла пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра директор тивӗҫӗсене Валерий Федоров пурнӑҫлать.