Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра пурӑнакан Николай Потапов изобретательсен пӗрлӗхне йӗркелес ӗмӗтпе пурӑнать иккен.
Арҫын велосипед насусӗнчен тунӑ музыка инструменчӗ, сывлӑха ҫирӗплетмелли массажер таран ӑсталать. «Чӑваш Ен» телерадиокомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Потапов 270-е яхӑн хатӗр шутласа кӑларнӑ. Хӑшӗсемпе патент илнӗ.
Тележурналистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, электрофильтрпа Африкӑри специалистсем кӑсӑкланнӑ, ятарлӑ завод уҫасшӑн пулнӑ. Николай Потаповпа канашланма Чӑваш Ене те ҫитнӗ, ӗҫ вырӑнӗ сӗннӗ, анчах вӑл тӑван тӑрӑхрах юлнӑ.
Базиль Кириллов // 3254.97.3465
2022.10.07 13:54 | |
Ун пек пӗрлӗх пур, ВОИР тетчӗҫ ӑна. Яковлев аслурамӗнче ун килӗ. |