Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 30 карчӑка вӗлернӗ ҫынна суд тӑвӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.09.2022 20:11 | 1178 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи маньяка 30 ытла ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан 40 ҫулти Радик Тагиров тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем тӗпчесе пӗтернӗ.

Вӑйпитти 30 ытла ҫынна вӗлернӗ, 3 хутчен вӗлерме тӑнӑ, ватӑ ҫынсене хурахла тапӑнса 30 хут ытла ҫаратнӑ.

Пуҫтаха чылай вӑхӑт тытса чарайман. 10 пин ытла ҫынна тӗрӗсленӗ, 5 пин ытла эксперт тӗрӗслевӗ ирттернӗ.

Преступление ҫав арҫын 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен тытӑнса 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тунӑ. Арҫын Хусан, Нижнекамск, Волжск, Ижевск, Чулхула, Шупашкар, Ӗпхӳ, Перӗм, Екатеринбург, Сарӑту, Иваново, Киров, Самар, Челепи, Мускав хулисенче пурӑнакан кинемейсене шар кӑтартнӑ. Вӑл ватӑсене коммуналлӑ служба ӗҫченӗ тесе ӗнентерсе вӗсен килне кӗнӗ. Кайран кинемейсене тапӑнса пӑвса вӗлернӗ, карчӑксен укҫине илсе тухса кайнӑ. Хусан арҫынни Шупашкарти икӗ кинемее вӗлернӗ.

Ҫывӑх вӑхӑтра арҫынна суд тӑвӗҫ.

#Екатеринбург, #Перӗм, #Ӗпхӳ, #Шупашкар, #Чулхула, #Ижевск, #Волжск, #Анат Кама, #Хусан, #пуҫиле ӗҫсем, #ваттисем, #пӑтӑрмахсем, #Сарӑту, #Иваново, #Киров, #Самар, #Челепи, #Мускав

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://sledcom.ru/news/item/1725398/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 3348.31.7683
2022.09.23 10:55
Перӗм,Сарӑту, Челепи ятлӑ хуласем ҫук! Пур: Перьм, Саратов, Челебинск!
Ан пӑсӑр хуласен ячӗсене!!!
Кун пек тума сире никам та ирӗк паман!!!
Валери ТУРКАЙ
Ъ // 3605.13.3390
2022.09.23 16:11
кун пеккисене е леш тенчене е леш океан берегне

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем