Муркашра пурӑнакан 27 ҫулти Станислав Тарасов Эльбрус ҫине хӑпарнӑ. Вӑл унта гидсемсӗр, инструкторсемсӗр кайнӑ.
Эльбрус ҫине вӑл 3 кун хӑпарнӑ. Ӑна тусем яланах килӗшнӗ. Пӗрре Сахалина кайсан унта Кӑнтӑр Дагестанри каччӑпа паллашнӑ. Лешӗ хӑйсем патӗнчи хитре вырӑнсем пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫапла Станиславӑн Эльбруса парӑнтарас шухӑш ҫуралнӑ.
Ту ҫине вӑл ҫурҫӗр енчен хӑпарнӑ. Унти тавралӑх тата илемлӗрех. Станислав унта хӑпариччен икӗ уйӑх хатӗрленнӗ. Хӑй вӑл – спортсмен. Вӑл ту ҫине хӑпарнӑ кун пӗр арҫынна вертолетпа илсе аннӑ, унӑн ӳпки шыҫнӑ-мӗн. Станислав вара Эльбрус ҫине чиперех хӑпарнӑ.