«Ылтӑн пучах» уйлӑхи вожатӑйсемпе тата ачасемпе пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ пирки ҫак кунсенче ҫырман-пӗлтермен МИХсем юлмарӗҫ пулӗ. Эпир те темиҫе те хыпарларӑмӑр. Халӗ тата тепӗр япала ҫиеле тухнӑ иккен. Уйлӑхра канакансенчен тӑрӑхланӑ вожатӑйсенчен иккӗшӗ унчен судпа айӑпланнӑскерсем пулнӑ иккен. Видео ӳкерекен 35-ри арҫынна 2006 ҫулта хулиганла ӗҫсемшӗн икӗ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарса пӗр ҫуллӑха сӑнав вӑхӑчӗ парса тӗрмене лартмасӑр айӑпламалла тунӑ имӗш. 18 ҫулти тепӗр вожатӑй та ҫылӑхсӑр мар иккен. Виҫӗ ҫул каялла вӑл вӑрӑ ӗҫӗпе ҫакланнӗ-мӗн те ӑна суд 80 сехет ӗҫлеттерсе юсанмалла тунӑ.