Ҫӗрпӳ ярмӑркки виҫҫӗмӗш кун пырать. Кӑҫалхи пек уяв кунта тахҫантанпах пулман пулӗ — вӑл культура, спорт программисемпе пуян. Республикӑри тӗрлӗ районсенчен килсе ҫитнӗ фольклор коллективӗсем пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ, районти драма кружокӗсемпе халӑх театрӗн ушкӑнӗсем спектакль сыпӑкӗсене кӑтартрӗҫ. Мотокросра та, штанга йӑтассипе тупӑшнӑ ҫӗрте те халӑх йышлӑ пухӑнчӗ, бокса, волейбола, шашкӑпа шахмата юратакансем те тулли кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Ярмӑрккӑра ал ӑстисем хӑйсем япалисене сутрӗҫ. Кунтах тӗрлӗрен аттракционсем, карусельсем нихҫанхинчен йышлӑ ӗҫлерӗҫ. Какай шӳрпи е шашлык ҫиес текенсем, тумтир таврашӗ е асӑнмалӑх парне туянас текенсем валли тӗрлӗ лавкка нумай ярмӑрккӑ тӳремӗнче.
Йӑлана кӗнӗ Тихвин ярмӑркки ыран ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫленет.