Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?» — ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче Александр Степанов ҫапларах ҫырса пӗлтернӗ: «Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви нумаях пулмасть сӗнӳ кӑларчӗ. Ун тӑрӑх, шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине 3 сехетрен кая мар вӗрентмелле. Ку пӗр енчен ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпар, мӗншӗн тесен хула шкулӗсенче е пачах та чӑваш чӗлхине вӗрентмен, е 1-2 сехет кӑна пулнӑ. Ырламалла ҫеҫ пек. Тепӗр енчен ялти шкулсен хӑй евӗрлӗхне шута илмест ку документ. Ялти шкулсенче, тӗслӗхрен, 5-мӗш класра чӑваш чӗлхипе литератури валли 5 сехет уйӑрнӑ пулнӑ. Эппин, вӗсен сехечӗсем чакаҫҫӗ-и? Ку мӗн туни пулать вара? Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?»
Ку ыйту хуравне республикӑн Вӗренӳ министерствинче пӗлеҫҫӗ пулинех...
Agabazar // 1782.96.3188
2022.08.24 09:36 | |
Agabazar // 1782.96.3188
2022.08.24 09:40 | |
«Хыптараççĕ» терĕм-ха та, анчах та Александр Степанова «хыптарайман», авă. Мĕн патне илсе пыма пултарассине ачи тÿрех тавçăрса илнĕ.
"Раскусил," — теççĕ кун пек чухне вырăсла. | |
Чигирь // 3378.9.0451
2022.08.24 21:21 | |
Ыра кун. Чаваш челхине верентесси пирки нумай каласатпар. Ялти шкулсенче те Петер Хусанкайан саввине вырасла кана вулассе. Предмече - '' Чувашская литература''. Чаваш челхине верентесси сак шайра кана пулсассан ачасем чавашла анланмассе те, каласмассе те. Малтан чаваш челхи урокесенче чавашла каласатчес, хале чаваш челхипе литературине вырасла кана веренессе... | |
Agabazar // 6932-9588
2022.08.28 22:31 | |
Нумай калаçмастăн çав, суян кун пирки. | |

Курăсăн, ялти шкулсенче сапатсен шучĕ капла та виççĕрен ытларах — илсе кăтартнă тĕслĕхре пиллĕк.
Халь çавна пиллĕкрен тăваттă таран чакарсан каллех виççĕрен ытларах пулать. Виççĕ çеç хăварсан — вăл хисепе те виççĕрен каярах тееймĕн!
Кунашкал «аталану» кирлĕ-ши вара пире?