Чӑваш арҫынни кантура ҫапса салатнӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрмарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫын кивҫен укҫа паракан учрежденисенчен пӗрне (ун пеккисемпе, тӗрӗссипе, ҫыхӑнмасан аван пулӗ те, мӗншӗн тесен процент ставкисем пысӑк) кайнӑ. Унта вӑл кредит илес тенӗ. Микрозайм организацийӗ арҫынна кивҫен пама килӗшмен.
Ҫакӑ Вӑрмар арҫыннине уртарсах янӑ. Вӑл кӑштахран унта мӑлатук йӑтса пынӑ. Унпа пырса кӗрсе кантура аркатма тытӑннӑ. Чӳречене ҫапса ватнӑ, жалюзие йӑтса антарнӑ, сӗтел ҫинчи ноутбука илсе пенӗ. Ҫапла май вӑл фирмӑна 130 ытла пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Вӗсем пуҫтаха тытса чарнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.