Республикӑра
![]() elista.bezformata.com сайтри сӑн Ӗнер Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр поселокӗнче ҫил алхаснӑ, пӑр ҫунӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 6 ҫурт сиенленнӗ. Ҫавӑн пекех темиҫе машина шар курнӑ, йывӑҫсем персе аннӑ. Асар-писер ҫанталӑк хыҫҫӑн поселока Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем, депутатсем, «Горсвет» авариллӗ бригадӑсем, управляющи компани ҫитнӗ. Вӗсем унта арканнӑ объектсене йӗркене кӗртнӗ. Юрать-ха, ҫил-тӑвӑлпа пӑр ҫынсене амантман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |