Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Николай Адёр 18.07.2022 18:58 | 972 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Ял пурнӑҫӗ

Эссе

Ҫӗмӗрле районӗнчи Волга ятлӑ ҫӗнӗ яла (халӑхӗ ҫапла йышӑннӑ!) колхозсем ҫуралнӑ тапхӑрта артеле пӗрлешнӗ маттур чӑваш хастарӗсем 1924 ҫулта вӑрман касса ҫаратнӑ вырӑнта туса янӑ. Инҫех мар Кӑмаша шывӗ Сӑр еннелле васкаса юхать. Колхозӗ – совхозӗ тахҫанах пӗтрӗҫ, а ялӗ вырӑнтах-ха, пӳрчӗсем те ҫӗнелсех пыраҫҫӗ.

Пӗрре Хӗрлӗ Чутай пасарӗнчен таврӑннӑ чух ҫак ялти пӗрле вӗреннӗ-ӗҫленӗ юлташ патне ҫитсе хамӑн юлашки кӗнекене парнелес тенӗччӗ. Эп килессе тахҫанах кӗтнӗ пулас вӑл, савӑнса-хӗпӗртесе вӑр-вар уткаласа, шавлӑн саламласа хирӗҫ тухрӗ халӗ те патвар кӗлеткеллӗ Владимир Семёнч, Володя.

«Эп сана ман ҫинчен маннӑ пуль теннӗччӗ, тахҫанах килмен те. Тӑхта, сана пӗр япала илсе тухса кӑтартап!», — тесе хапха алӑкӗнчен каялла кӗрсе пытанчӗ. Тепӗртакран хаҫатпа чӗркенӗ пысӑках мар йывӑр япала йӑтса тухрӗ, палисад ҫумӗнчи сак ҫине ларма чӗнчӗ. Хаҫатне сирсен кӑмака тумалли хӗрлӗ кирпӗче ик аллипе спорт кубокне йӑтнӑ пек ҫӗклерӗ. Хӑш-пӗр чух вӑл хӑнасене ҫак кирпӗче кӑтартса чӑннипех тӗлӗнтернӗ, мухтаннӑ.

«Акӑ, кур! Мӗнле япала пур ман!», — тесе тӗллетерчӗ хӑй йӑтнӑ кирпӗче хӗвел умӗнче ҫавӑркаласа. Кирпӗчӗн пӗр енче совет ҫӑлтӑрӗн пусарнӑ йӗрӗ яр уҫҫӑн курӑнать, ҫӳлтен – аялтан сӑмахсемпе цифрӑсене тӳрех вуласа илтӗм. Клеймо ҫинче пилӗк кӗтеслӗ Ҫӑлтӑр, варринче ҫурлапа мӑлатук, ҫӳлте «Колхоз Волга», аялта «1935 г.» сӑмахсемпе цифрисем уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ. Клеймори «1935 г.» тесе кӑтартни ял кирпӗч заводне пуҫланин ҫулӗ, терӗ манпа пӗрле вӗреннӗ колхоз ветеранӗ, вӑтӑр ҫул шофёрта ӗҫленӗскер.

Ку кирпӗче сакӑрвунӑ ҫул каялла правлени йышӑнӑвӗпе колхоз председателӗ Кольцов Алексей колхозниксен ҫемьине, Андреев Семён Андреевичпа Агриппина Николаевнӑна лайӑх ӗҫленӗшӗн панӑ. Вӑл вӑхӑтра пӳрт тӑррисене улӑмпа витнӗ пирки пушартан сыхланма кӑмака мӑрйине кирпӗчпе купалаттарнӑ. Кирпӗчне ял ҫумӗнчи пӗчӗк хырлӑх вӑрман леш енчи лапамра ҫапнӑ. Колхоз хуҫалӑхӗ пулнӑ кунта. Тӑма тарӑнлатнӑ лакӑмра тӑмпа шыв тата хӑйӑр хушса мӑкӑрсене хӑваласа ҫӑртарнӑ. Мӑкӑр ури икӗ чӗрнеллӗ пулнӑ пирки тӑмӗ лайӑх ҫӑрӑлнӑ. Хыҫҫӑн ҫӑрса нимӗрлетнӗ тӑма йывӑҫран тунӑ формӑсене тултарса икӗ мӑн сарайра пӗр вӑхӑт типӗтнӗ.

Типнӗ хыҫҫӑн хытнӑ кирпӗчсене ятарласа тунӑ кӑмакара вутпа ҫунтарса хӗртнӗ. Кӑмака ҫӳллӗшӗ икӗ метр таранах пулнӑ. Пӗр-икӗ талӑк хушши вут ҫунтарса тӑнӑ. Ҫунса пынӑҫемӗн вут пуленкисене ҫӳлтен хупланӑ шӑтӑка сирсе пӑрахса тӑнӑ. Кирпӗч хӗртмелли кӑмакасем темиҫе те пулнӑ.

Кирпӗч ҫапнӑ вырӑнӗсем паян та паллӑ, хӑш-пӗр лакӑмӗсенче шыв курӑнать.

Каярах пӳрт тӑррине ҫӗнетме улӑм виттине антарса, ун вырӑнне ятарласа йӑмраран турпас туса ҫапнӑ чух хӑш-пӗр кирпӗчне илнӗ. Вӗсенчен, хитререххине, клеймо ҫапнине ывӑлӗ Владимир Семёнович паянхи кунчченех кӗлетре упранӑ. Кунтах клеймосӑр тата икӗ хӗрлӗ кирпӗч пур. Вӗсем ҫирӗппи пӑхсах паллӑ.

Кун пек клеймо ҫапнӑ кирпӗчсене пысӑк преми вырӑнне хурса алӑран тыттарнӑ.

Колхоз «Волга» Ҫӗмӗрле хулинчи 1931 ҫулта хута янӑ сӗтел-пукан фабрикипе ҫыхӑну тытнӑ. «Подшевнный» пулнӑ пирки чылайӑшне завода леҫнӗ, уншӑн вӗсене тӗрлӗ кирлӗ япаласем панӑ. Ҫак асӑннӑ клеймон штампне те ҫак фабрикӑрах туса панӑ пуль. Тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче фабрика валли нимӗҫсен ӑратлӑ лашисене вӑрман турттарма чылай хӑваласа килнӗ. Каярахпа подшевнӑй колхоза та ҫич-сакӑр тиха ӗрчетсе усӑ курма колхоза парнеленӗ.

Асӑннӑ колхоз председателӗ питӗ ялшӑн тӑрӑшнӑ, хуҫалӑхра тыр-пул та ӑнӑҫлӑ пулнӑ. «Ун хулпуҫҫи ҫинчен кӗреҫе анман, хӑйпе пӗрле йӑтса ҫӳренӗ чух ӑҫта шыв кӳлленчӗкне уҫса юхтарса янӑ е ҫул ҫинчи лупашкана тӳрлетнӗ», — илтнине аса илет ман юлташ. Пӗр ҫулхине колхоз кантурӗ ҫунса кайнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна айӑпласа тӗрмене хупнӑ. Хыҫҫӑн унӑн ячӗ-шывӗ пачах ҫухалнӑ...

Владимир Семёнович кӑҫал 76 ҫул тултарать, килти хуҫалӑха тирпейлӗ тытаҫҫӗ хӑйӗн мӑшӑрӗпе Зоя Ивановнӑпа. Ашшӗ-амӑшӗн ҫурчӗ сӳнмен, вучах ҫунать. Вӗсем виҫӗ ача ҫитӗнтернӗ: икӗ хӗрпе пӗр ывӑл. Пурте аякра ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсемпе пӗрле мӑнукӗсем те килсех тӑраҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ. «Вӗсемсӗр пурӑнма йӑвӑр», — тет маҫаксен ҫулне ҫитнӗ юлташ.

Юлташ кирпӗче ял музейне халлӗхе памарӗ-ха. Хаҫатра ҫырса кӑмӑлне ҫемҫетсен тӗн парӗ те... Ку ҫак ял хастарӗсен ячӗсене ӗмӗрех упракан питӗ сумлӑ экспонат пулӗ! Ун ҫине тимлерех пӑхсан совет тапхӑрӗнчи аякри ял ҫыннисен хӑватне туятӑн…

 

Николай Адёр,

таврапӗлӳҫӗ, ял музейӗн ертӳҫи.

Ҫӗмӗрле районӗ

22.05.2022 г.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Волга, #Шӑмӑршӑ районӗ, #асаилӳсем, #таврапӗлӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Йывӑр шухӑшсем. 2022. Аса илӳсем
2022, 05, 14
Мускавра ӗҫлекен чӑвашсем футболла вылянӑ
2022, 05, 26
Иосиф Дмитриев ҫинчен…
2022, 07, 03
Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хыснана укҫа тавӑрса парӗ
2022, 07, 11
Пӗрлехи фольклор кунӗ иртнӗ
2022, 07, 18

Комментари:

Agabazar // 1717.35.5783
2022.07.18 22:19
Agabazar
Лайăх экспонат. Лайăх артефакт.
Agabazar // 4033.0.8951
2022.07.19 18:54
Agabazar
Электронла чăваш энциклопедийĕ ялăн чăвашла ячĕ «Атăл ялĕ» тесе пĕлтерет. Ну, 1935-мĕш çул тĕлнелле тейĕпĕр.

Çапла вара ку тĕлте Адёрăн пафосĕ сĕвĕрĕлмелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org