Республика кунӗ кӑлтӑксемсӗр иртмен иккен. «Чебоксар ? Нет» портал пӗлтернӗ тӑрӑх уяв тӗлне хатӗрленӗ хӑма ҫинче йӑнӑш кайнӑ пулнӑ — республика ятне «Чӑваш Ӗн» тесе лаплаттарса хунӑ.
Халӑх асӑрханӑ хыҫҫӑн салам хӑмисене хӑвӑрт кӑна хуҫса тухнӑ — хайхисем хӑрах «халхаллӑ» тӑрса юлнӑ.
Хыпаланнӑ-васканӑ май опечаткӑсем вӗсем яланах кайма пултараҫҫӗ. Асӑрхаман йӑнӑша пула хӑшӗ-пӗри ӗҫ вырӑнне те ҫухатать. Кунта вара пирӗн шутпа тимлӗрех пулмалла пулнӑ ӗнтӗ — тӑватӑ чӑваш сӑмахӗ хушшинче пӗр йӑнӑш туни ытла та ухмахла. Кӳренӳллӗ те. Уйрӑмах ҫак хӑмасене чылай тӳре-шара курнине, хакланине, ырланине шута илсен.