Атнар ял клубӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ ача-пӑчасен клублӑ пухӑвне ҫӳрекен ачасем Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ халӑх музейне ҫитсе килнӗ. Кун пирки район сайчӗ хыпарлать.
Район центрне 4 ҫухрӑмран ҫитнӗ ачасем музей вырнаҫнӑ культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫуртпа паллашнӑ. Музейри экспонатсемпе экспозицисем те вӗсемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Сӑмахран, чӗрӗ хулӑран ӑсталанӑ япаласемпе паллашнӑ. Ҫӗр айӗнчен чавса кӑларнӑ авалхи чӗрчунсен шӑммисем те ачасене интереслентернӗ. Ку музейре вӗсем уйрӑмах нумай: мамонтӑн шӑммипе шӑлӗсем, бизон шӑммисем, аммонитсен чулланнӑ юлашкийӗсем.
Вӑхӑтлӑха йӗркеленӗ «О чем поет самовар» (чӑв. Сӑмавар мӗнле кӗвӗ калать?) курав та Атнар ачисемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Кунта вӗсем ыйтусем ҫине те хуравлакаланӑ, сӑмаварпа ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ.
Район центрне ачасене клуб заведующийӗ Ольга Сергеева илсе кайнӑ.