Хӑйӗн 3 ҫулти ачине вӗлернӗ амӑшне суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Ку инкек пӗлтӗр Шупашкар районӗнчи Тутаркассинче пулнӑ. Хӗрарӑм упӑшкипе вӑрҫӑнса кайнӑ та ӑна киле темиҫе кун кӗртмен. Ӑна тавӑрас тесе вӑл иккӗшӗн хӗрне вӗлерме шутланӑ. Амӑшӗ ҫемҫе япалапа ачан питне хупласа сывлама паман. Унтан хӗрарӑм хӑйӗн ҫине алӑ хума тӑнӑ: аллине, мӑйне касса пӗтернӗ. Анчах ӑна вӑхӑтра медпулӑшу панӑ, вӑл чӗрех юлнӑ.
Хваттерте ача виллине, суранланнӑ хӗрарӑма арҫын /пепке ашшӗ/ тата тӑванӗсем тупнӑ. Судра амӑшӗ айӑпне йышӑнман, ку преступление урӑх ҫын тунӑ тесе каланӑ.