Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Иккӗмӗш сменӑна йышӑнасси паллӑ мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 23.06.2013 10:27 | 1362 хут пӑхнӑ

«Вӗренӳрен пушаннӑ ачасем кану лагерӗсене каяҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗрисене хатӗрлесе ҫитермен. Ятарлӑ комисси ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ», — тесе хыпарлать Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗ.

Етӗрне районӗнчи «Родничок» лагерь республикӑра чи малтан уҫӑлнисенчен пӗри. Ӑна пуҫласа 1964 ҫултах йӗркеленӗ. Пурӑнмалли корпуссем юхӑннӑран кунта кӑҫал виҫӗ ҫӗнӗ ҫурт хута янӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Етӗрнери уйрӑмӗн аслӑ инспекторӗ Андрей Сорокин асӑннӑ лагере икӗ хутчен тӗрӗсленине пӗлтернӗ иккен. Андрей Сорокин тележурналистсене «хальхи вӑхӑтра вӗсем кӑлтӑксене пӗтернӗ» тесе каланине шута илсен тӗрӗслевҫӗсем унччен хӑш-пӗр кӑлтӑк тупса палӑртни курӑнать. Анчах паян лагерь пирки пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнса ӗҫлени савӑнтарать. Ҫапах та тӗрӗслевҫӗсен куҫне пысӑках мар ҫитменлӗхсем те лекнӗ-мӗн. «Пире кунта лайӑх», — тенӗ-мӗн ачасем те. Анчах вӗсем ирсерен вӑрӑмтунасем ҫыртнине пӗлтереҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ — ҫулла вӗт тесе лармаҫҫӗ иккен-ха легерь ертӳҫисем — территорие ятарлӑ эмелпе сирпӗтеҫҫӗ. Инспекципе пынисем чӳречесене вӑрӑмтунаран сыхлакан карӑсем ҫакманнине асӑрханӑ. Тата канакансен япалисене хума шкапсем ҫук иккен. Унсӑр пуҫне медицина пӳлӗмӗ тӗлӗшпе те хӑш-пӗр асӑрхаттару тунӑ. Апат пирки каласан, кунне пилӗк хутчен ҫитереҫҫӗ иккен. Анчах столовӑйӗнче те хӑрушсӑрлӑх правилисен тӗлӗшпе ӳпкелемелли тупӑннӑ.

Мӗнпур кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтермесен лагере иккӗмӗш смена вӑхӑтӗнче ӗҫлеттермесси пирки асӑрхаттарнӑ. Лагерь ертӳҫисем каланине шута илме шантарнӑ.

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ лагерьсем республикӑра татах пур-мӗн: «Созвездие», «Утёс», «Солнышко» ачасене иккӗмӗш сменӑна йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар-мӗн.

#уйлӑхсем, #Етӗрне районӗ, #тӗрӗслевсем, #ҫитменлӗхсем, #Родничок, #кану

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем