Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Анатолий Ыхра сӑвӑҫа асӑнса мемориал хӑми уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 21.06.2013 17:08 | 1938 хут пӑхнӑ
Мемориал хӑми умӗнче
Мемориал хӑми умӗнче

Паян, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Энтрияль ял тӑрӑхне кӗрекен Ыхраҫырми (халь Шӑплат ялӗ) ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш поэчӗн, прозаикӑн, тӑлмачӑн, литература критикӗн, ӑслӑлӑх ӗҫченӗн, публицистӑн Анатолий Тимофеевӑн-Ыхран пултарулӑхне, ӗҫ-хӗлне сума-суса ҫӗнӗ мемориал хӑми уҫӑлнӑ. Асӑну палӑкне Анатолий Ыхра пурӑннӑ ҫурт-йӗр вырӑнӗнче лартнӑ.

Паянхи митинга Шӑплат ялӑн ҫыннисем, поэтӑн тӑванӗсем, юлташӗсем пухӑннӑ. Мемориал хӑмине уҫнӑ ҫӗрте районти администрацин йӗркелӳ ӗҫне тытса пыракан пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов, культура, спорт тата архив ӗҫӗн пуҫлӑхӗ Ирина Дмитриева, Энтрияль тата Арапуҫ ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем — Игорь Яковлевпа Александр Агеев килсе ҫитнӗ. Митингра Анатолий Ыхра пурнӑҫӗпе-пултарулӑхӗ ҫинчен нумай сӑмах хускатнӑ. Ӑшӑ сӑмахсемпе поэта аппӑшӗ — Альбина Сухан, арӑмӗ Дина Тимофеевна тата ывӑлӗ Атнер аса илнӗ. Мемориал хӑми патне асӑнма пуҫтарӑннӑ ҫынсем валли Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ИКЦ ҫумӗнчи «Санар» фолькор ансамблӗ пултарулӑх концертне кӑтартнӑ.

Анатолий Ыхрана асӑнса мемориал хӑмине вырнаҫтарас шухӑшпа Ыхраҫырми ялӗнче пурӑнакан, поэтпа пӗр класра вӗреннӗ Владимир Николаевпа Александр Алексеев тухнӑ пулнӑ.

Митинг вӗҫнелле хӑнасем мемориал хӑми умне чечексем хунӑ. Шкул ачисем Анатолий Ыхра сӑввисене вуласа панӑ.

#Вӑрмар районӗ, #Шӑплат, #Ыхраҫырми, #Энтрияль ял тӑрӑхӗ, #Шупашкар районӗ, #Тутаркасси, #асӑну

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем