Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче «Татары и чуваши – ветви одного древа» кӗнекене хӑтлӗҫ.
Асӑннӑ кӑларӑма 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тӑрӑх кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене пухса хатӗрлеме Ш. Марджани ячӗллӗ Истори институчӗ тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ хутшӑннӑ.
Кӗнеке хӑтлавӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче 11 сехетре иртӗ.
Agabazar // 3293-4139
2022.05.12 08:36 | |
«Хăтлав» текен сăмаха çавăн пекех «строительство» пĕлтерĕшпе усă курма пулать. | |
Станьял // 3902.09.0702
2022.05.12 10:14 | |
Акапасар!
Пёринче мана !строительство! тенипе "курӑттӑш" , "стенана" "пёчех" тени тёл пулнӑччё. Хӑтлав сёмах "юсава" юрӑхлӑрах пек те.... пётет чёлхемёр, амутке!. | |
