Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Театр каҫӗ урама йыхравлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 22.06.2013 08:15 | 1776 хут пӑхнӑ

Республика кунӗ театр ӳнерне юратакансемшӗн кӑҫал тӗлӗнмелле парне хатӗрлерӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, вырсарникун, пирӗн республика историйӗнче пӗрремӗш хут Театрсен каҫӗ иртет. Акци каҫхи 11 сехет ҫурӑра пуҫӑнать. Вӑл кун Чӑваш Енӗн патшалӑх театрӗсем Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗсенче хӑйсен постановкисене кӑтартӗҫ.

Вырӑс драма театрӗ «Мир Луксор» кинотеатр умӗнчи лаптӑкра «Театр тӗнчи» театрализациленӗ композиципе савӑнтарӗ. Хӗрлӗ тӳремре вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль сыпӑкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи лапама Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем пухӑнӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансемпе хула хӑнисене вӗсем «Сана юратса, тӑван ен» музыкӑпа сцена композицийӗ хатӗрленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Лебединое озеро» балет сценисемпе паллаштарӗ. Балета юратакансен асӑннӑ театр умне пухӑнмалла. Драмӑн сӑнавлӑ театрӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 3-мӗш ҫурт патне «Ха-ха по-черному» шоу пӑхма чӗнет.

#театрсем, #Театр каҫӗ, #Вырӑс драма театрӗ, #Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, #оперӑпа балет театрӗ, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ, #Республика кунӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем