Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑра типӗ курӑк, ҫӳп-ҫап ҫуннӑ 7 тӗслӗх пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пӑрачкав районӗнче пысӑк пушарсемех пулнӑ. Пӑрачкав ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Вӑл 2 гектар ҫӗре ярса илнӗ.
Ҫак районта Ряпино ялӗ ҫывӑхӗнче те типӗ курӑк ҫуннӑ. Унта пушарнӑйсем 3 гектар ҫинчи ҫулӑмпа кӗрешнӗ.
Шамаршаран // 2917.5.3173
2022.05.04 10:24 | |
Шарпак--печек япала . Анчах унпа ан выля !Пушар сурет юнашар . Ан катарттарчче типшар ! |