Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ транспорт ӗҫченӗн Липкин Яков Павловичӑн асӑну хӑмине чаплӑ уяв туса уҫнӑ. Асӑну хӑмине хӑйӗн пурнӑҫӑн ытларах пайне пурӑнса ирттернӗ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.
Уявӑн чаплӑ мешехине транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев, Яков Павловичӑн мӑшӑрӗ Людмила Александровна, ҫавӑн пекех унӑн ӗҫтешӗсем, тусӗсем тата кӳршисем хутшӑннӑ.
— Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Алексеевич Николаевӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2022 ҫула паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Ҫавна май 2022 ҫулта эпир Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсене хисеп тӑватпӑр. Пирӗн ҫакӑн пек ентешсенчен пӗри вӑл — Яков Павлович Липкин. Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ-хӗлӗ «Чӑвашавтотранс» пӗрлешӗвӗпе ҫыхӑннӑ, унӑн тытӑмӗнче вӑл 45 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак гранит плитара эпир Яков Павловича мӗнешкен асра тытни, эпир ӑна мӗн таран хисеплени палӑрать. Пирӗн камран тӗслӗх илмеллине эпир пӗлетпӗр! — палӑртрӗ Владимир Осипов хӑй тухса калаҫнинче.
Людмила Александровна Липкина мӑшӑрне асра тытма пулӑшнӑшӑн тата манманнишӗн пурне те тав турӗ, юратнӑ ӗҫпе лешӗ пурнӑҫӑн ытларах пайне, ҫав шутра тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та, ирттернине палӑртрӗ.
Ҫак кун Яков Павлович ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ, пултаруллӑ ҫын тата хӑйӗн ӗҫӗн профессионалӗ пулнине аса илтерекен пысӑк хисеплӗ те мӑнаҫлӑ, ҫӗкленӳллӗ те пархатарлӑ сӑмахсем янӑрарӗҫ.
Пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн чаплӑ машехене хутшӑнакансем асӑну хӑми патне чечексем хучӗҫ.
Пӗлме:
Липкин Яков Павлович — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ транспорт ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ автотранспортникӗ тата хисеплӗ ҫул-йӗр ӗҫченӗ.
1974 ҫултан пуҫласа 2002 ҫулччен — Автомобиль транспорчӗн Чӑваш управленийӗн начальникӗ (тӗп директорӗ). Вӑл ертсе пынипе виҫе теҫетке ҫул хушшинче ӗҫлекеннисене юсанисӗр пуҫне ҫӗнӗ йышши пассажир тата тиев турттаракан автопредприятисем йӗркеленнӗ. 22 ҫӗнӗ автовокзалпа автостанци тунӑ. Шупашкарта Тӗп автовокзалсӑр пуҫне хула ҫумӗнчи 5 автостанци ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл ертсе пыракан «Чӑвашавтотранс» предприяти 28 ҫул хушши ҫынсене турттарас тӗлӗшӗпе пирӗн тӑрӑхра ҫеҫ мар, ҫӗршывра та малти вырӑнсенче пулнӑ.