Ака уйӑхӗн варринче тем хулӑнӑш юр ҫуса лартни юлашки хутчен хӑҫан пулнӑ-ши? Ҫанталӑк кӗрхи пекех: сивӗ, йӗпе юр пӗрӗхет…
Юр ирӗлессе вӑрах кӗтме тивмӗ. Ку эрнере ҫумӑр ҫӑвӗ, унтан хӗвел пӑхӗ. Паллах, тин ҫунӑ юртан йӗр те юлмӗ.
Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗвеллӗ ҫанталӑк шупашкарсене ҫеҫ савӑнтарӗ. Ыран 3-8 градус ӑшӑ пулӗ. Юнкун пӗлӗтсем сирӗлӗҫ. Кӑнтӑр районсенче пӗлӗтсем хупӑрласа илӗҫ. Эрне варринче сывлӑш температури 8-10 градуспа танлашӗ.
Мӑнкуна 15 градус ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ. Ку – республикипех. Анчах синоптиксем каллех сивӗтме, юр ҫума пултарассине те асӑрхаттараҫҫӗ.