Юлашки вӑхӑтра питӗ хитре ҫанталӑк тӑчӗ. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран ӑшӑрах пулчӗ. Пӗр эрнере юр хулӑнӑшӗ самай чакрӗ.
Анчах синоптиксем республикӑна хӗллехи ҫанталӑк таврӑнассине систереҫҫӗ. Ыран ҫил вӑйлӑрах пулӗ, 6 градус таран ӑшӑ тӑрӗ. Каҫ енне ҫумӑр та ҫӑвӗ. Вырсарникун вара йӗпе юр ҫума тытӑнӗ.
Тунтикун термометр 0 градус кӑтартӗ, анчах 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Апла каллех хӗллехи тума туртса кӑларма тивӗ. Ытларикун пире чӑн-чӑн хӗллехи ҫанталӑк кӗтет: юр ҫуса лартӗ, 3-8 градус сивӗ тӑрӗ. Пушӑн 30-31-мӗшӗнче те сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ.
Ҫитес эрне вӗҫне вара термометр 5-7 градус ӑшӑ кӑтартӗ.