Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Чӑвашра 2022 ҫулта тепӗр 4 спорт объектне юсаса ҫӗнетӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.04.2022 14:58 | 3760 хут пӑхнӑ
Спорт
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

2022 ҫулта муниципаллӑ спорт шкулӗсемпе учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетес тӗлӗшпе республика бюджетӗнче 27,3 миллион тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ.

Спорт объекчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетмелли конкурса ярса панӑ муниципалитетсен заявкисене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак укҫа-тенке 50% ытла кивелнӗ тӑватӑ спорт объектне тӗплӗ тата кулленхи юсава тума тивӗҫтернӗ.

Вӑрмар районӗнчи А.Ф. Фёдоров ячӗллӗ «Спорт ҫурчӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫуртӗнче тӗплӗ юсава малалла ирттерме 11,6 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Объектри юсав ӗҫӗсене 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пуҫланӑ.

Тӗплӗ юсав ирттернӗ май ҫурт тӑррине, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене, канализацие ҫӗнетнӗ, мӗнпур пӳлӗмсемпе нумай функциллӗ спорт залӗнчи стенасене якатса сӑрласа тухнӑ. Кӑҫал ҫурт питне юсаса ҫӗнетме тата урамри канализаци пӑрӑхӗсене улӑштарма палӑртнӑ.

Пысӑк юсав ӗҫӗсем Шупашкар хулинчи Машин тӑвакансен тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ «Восток» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пуҫланӗҫ.

Проектпа килӗшӳллӗн ҫуртӑн фасачӗпе тӑррине тӗпрен юсама палӑртнӑ. Спорткомплексра урайсене тата вентиляци системине тӗпрен ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе республика бюджетӗнчен 12,8 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.

Тӗп юсавӑн тепӗр объекчӗ — Канашри «Локомотив» спорт шкулӗ ҫумӗнчи хоккей хӳмиллӗ нумай функциллӗ спорт площадки, унта кивелнӗ резина витӗмне улӑштарма палӑртнӑ.

«Республика Правительстви юлашки ҫулсенче ҫӗнӗ спорт объектсем тӑвасси ҫине кӑна мар, усӑ куракан спорт объекчӗсене юсассипе ҫӗнетесси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрать», — тенӗ Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спорт министрӗ Василий Петров.

«Иртнӗ икӗ ҫул хушшинче кӑна эпир муниципалитетсемпе пӗрле 23 хула-район лаптӑкӗнче 30 спорт объектне юсарӑмӑр. Юсав ирттермелли тата республика хуснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрмалли спорт объекчӗсен йышне муниципалитетсенчен килнӗ заявкӑсене конкурспа суйласа илнӗ хыҫҫӑн йӗркелеҫҫӗ. Заявкӑсенче проект хучӗсен экспертизине тивӗҫлӗ ҫирӗплетни пулмалла», — палӑртнӑ министр.

#юсав, #спорт, #Вӑрмар районӗ, #Шупашкар, #Канаш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем