Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 28.03.2022 07:04 | 1322 хут пӑхнӑ
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ҫулсерен ирттерекен театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсне ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, пӗтӗмлетнӗ.

«Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» ята К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче М. Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» (режиссерӗ – Наталия Сергеева) ӗҫ тивӗҫнӗ.

«Ачасем валли хатӗрленӗ ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» – Чӑваш патшалӑх драма сӑнавлӑ театрӗн Ю. Боганов ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Две колдуньи» (режиссерӗ – Александр Аркадьев) спектакль.

«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» – Вырӑс драма театрӗн «О чём плачут лошади» спектаклӗнчи Галина Холопцева калӑпланӑ Соха сӑнарӗ; «Чи лайӑх арҫын ролӗ» – Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакльте Евгений Урдюков ҫамрӑк чухнехи Бичурина выляни; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» – халь ҫеҫ асӑннӑ спектакльте Геннадий Медведев ватлӑхри Иван Бичурина калӑплани.

«Чи лайӑх сценографи» тесе жюри эпир маларах асӑннӑ «О чём плачут лошади» спектакле Иван Мальгин илемлетнине йышӑннӑ; «Спектаклье музыка енчен илемлетни» номинаци ҫӗнтерӳҫи – «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакльпе ӗҫленӗ Лолита Чекушкина композитор.

#спектакльсем, #театрсем, #конкурссем, #культура, #ӳнер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем