Раҫҫейре паян Тӗп банк тӗп ставкӑна (выр. «ключевая ставка») 20 процент таран ҫитерме йышӑннӑ. Ку таранччен вӑл 9,5 процентпа танлашнӑ. Паян тӑрук 10,5 процент хӑпарнӑ.
Ҫакна Раҫҫей экономики валли условисем тӗпрен улшӑннипе ҫыхӑнтарнӑ. Тӗп банк ставка малашне те ӳсме пултарассине систерет.
Ставкӑна ӳстерни пирки паян Тӗп банк председателӗ Эльвира Набиуллина 16 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе) официаллӑ майпа пӗлтерӗ.