Шупашкарти аэропорта кӑҫал юсаса пӗтерсе ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Аэровокзал халӗ те ӗҫлет-ха. Анчах юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн вӑл пысӑкланса-хитреленсе кайӗ.
Аэропорта юсама Федерацин сывлӑш транспорчӗн агентстви 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ирӗк панӑ. Хыҫҫӑнах унта строительсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсем графикпа килӗшӳллӗн пулса пыраҫҫӗ.
2021 ҫула аэропорт пассажирсен йышӗпе те, рейссен шучӗпе рекордла кӑтартупа вӗҫленӗ. Пирӗн патран самолётсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине, Ҫурҫӗрпе Кӑнтӑр таранах, вӗҫеҫҫӗ. Ҫакӑнта федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑрса пулӑшни те витӗм кӳрет.