Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарти чарӑнусенче электрон хӑмасем ӗҫлесе те кайрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 13.06.2013 21:41 | 1983 хут пӑхнӑ

Шупашкарта пӗр-ик чарӑнусенче электрон хӑма вырнаҫтарни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ун чухне «ӑслӑ» хӑма татӑкӗсене чӑваш телекоммуникаци ӗҫлетерсе яма ӗлкерейменччӗ. Паян вара ак, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче, электрон хӑмисем ҫинче сасартӑк ӑнланмалла мар паллӑсем тухма тытӑнчӗҫ — вӗсен ӗҫне тӗрӗсленӗ пулнӑ имӗш.

Пӗтӗмпе ҫитес кунсенче ҫакӑн йышши электрон хӑмасене 5 чарӑнура вырнаҫтарма палӑртнӑ: Николаев урамӗ, Республика тӳреме, Дзержинский урамӗ, Раща, Суту-илӳ ҫурчӗ.

Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх электрон хӑмасем транспорт хӑш вӑхӑтра килессине кӑна мар, кун датине те, сывлӑш температурине те кӑтартма тытӑнӗ. Хальлӗхе электрон хӑми ГЛОНАСС/GPS навигаци хатӗрӗллӗ троллейбуссене миҫе минут кӗтмеллине ҫеҫ палӑртма пултарӗ. Каярахпа проекта маршруткӑсемпе автобуссене хутшӑнтарма йышӑннӑ.

Чарӑнури тӗлӗнтермӗш хӑма тата тӗрлӗрен пӗлтерӳсене, рекламӑпа салам сӑмахӗсене тата ытти хыпарсене ҫутатса пама пултарать иккен. Ҫынсен кӑмӑлӗ тата кӗсъи тулли пултӑр ҫеҫ — хӑма кирлӗ май пуплеме тытӑнӗ. Республика кунӗнче, сӑмахран, ҫынсем уяв ячӗпе салам сӑмахӗсене вулама пултарӗҫ.

Ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарта тата 3 чарӑнура электрон хӑмине вырнаҫтарма палӑртнӑ: Мода ҫурчӗ, Энергозапчасть тата Раща чарӑнура (лавккасем енчен).

Электрон хӑмасене вырнаҫтарни чарӑнусенче транспорта кӗтекен ҫынсене самай ҫӑмӑллӑх кӳрӗ. Вырӑс чӗлхипе тарӑн шухӑшлӑ салам сӑмахӗсем те хула ҫыннисемпе, хӑнасене кӑмӑла кайӗ. Реклама вырнаҫтарма пултарнине те хӑш-пӗрисене кӑсӑклантарӗ. Анчах та... Наци ыйтӑвӗ татах та ҫак ӗҫ-пуҫра ҫивӗччӗн тухса тӑрать. Чӑн чӑваш ялӗнчен килнӗ ват кинемейӗн вара чарӑнури ӑслӑ хӑма мӗн ҫинчен «пупленнине» чӑвашла-вырӑс словарӗпе пӗр чӗлхе тупсан ҫеҫ тӗпчесе пӗлме пултарӗ.

#транспорт, #электрон хӑмасем, #Шупашкар, #GPS, #ГЛОНАСС

 

Комментари:

Angelnas1992@mail.ru // 1890.92.0171
2013.06.14 21:08
Укçа-тенкĕпе çитереклĕ тивĕçтерме хăтлансассăн та электрон хăми чăвашла калаçассине кĕтсе илеймепĕр пуль.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.15 08:13
Ун пек шутласан çак электронлă хăмисене вырăссен укçипе тăваççĕ-им?
Angelnas1992@mail.ru // 2818.37.2279
2013.06.15 13:53
Паллах, ку ăслă хăма таткишĕн пирĕн республикă тăкаклать. Анчах Шупашкарта чăваш чĕлхине пурте пĕлсех каймаççĕ, çавăнпа та хăма вырăс чĕл. пуплет.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.15 15:51
Вара Шупашкар хулинче чăваш çыннисем пурăнмаççĕ-им? Е Шупашкар Чăваш республикин тĕп хули мар?
Angelnas1992@mail.ru // 6089.3.2971
2013.06.15 21:32
ЧР тĕп хули наци чĕлхипе калаçсах каясшăн мар, çавăнпа хулари мĕн пур баннере, рекламе щичĕ пурте вырăс чĕлхипе çырăнаççĕ.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.15 22:50
Апла пулсан Шупашкар хулинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çук.
Angelnas1992@mail.ru // 6089.3.2971
2013.06.15 23:34
Шел пулин те сирĕн шухăшпа килĕшмеллех лекет... Кам айăплă вара наци чĕлхи хакне çапла йÿнĕтнĕшĕн?
Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.16 08:38
Эпир хамăр çеç (Çут-ĕç, культура министерствисем, Чăваш республикин Елтеперĕ, Чăваш республикин Аслă Канашĕ) айăплă. Ман шутпа чăваш чĕлхин хакне Чăваш республикинче йӳнетмен. Йӳнетме пулать пурринне, анчах та чăваш чĕлхи Чăваш республикинче çук. Çуккине мĕнле йӳнетейĕн?
Angelnas1992@mail.ru // 1698.05.0739
2013.06.16 18:07
Аплах калама кирлĕ те мар пуль. Шанас пулать... Чăваш çынни наци ыйтăвĕпе кăсăкланать пулсан - чăвашлăх кăвайчĕ сÿнсе лармĕ.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.16 20:58
Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче мĕнле вырăнта пулать? Шкулта, Патшалăх çурчĕсенче, сутра чăваш чĕлхипе усă курмаççĕ пулсан тата мĕнле шанчăк пирки калаçу пырать?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем