Хулара
![]() Шупашкарти "Ҫӗнӗ хула" микрорайонта каток тума палӑртнӑ. Вӑл уҫӑ тӳпе айӗнче мар, зданире пулӗ. Катока хута яракан организацие аукцион ирттерсе палӑртӗҫ. Малтанхи хак - 304 миллилн та 152,7 пин тенкӗ. Каток зданийӗ 250 ҫын вырнаҫмалӑх пулӗ. Ӑна асӑннӑ микрорайонта Ҫӗнӗ хула урамӗнчи 24-мӗш тата 28-мӗш ҫуртсен хушшинче тӑвӗҫ. Парковкӑра 38 машина валли вырӑн пулӗ. Пиллӗкӗшӗ - автобуссем валли, виҫҫӗшӗ - сусӑрсем валли. Аукцион пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчикӑн ака уйӑхӗнче строительство ӗҫӗсене пуҫӑнса 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, каток кашни кун ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 8-чен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |