Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ Ревокат Моисеев 100 ҫул тултарнӑ.
Ревокат Прохорович чылай ҫул республикӑри тӗрлӗ хаҫатпа туслӑ ҫыхӑну тытнӑ. Унӑн статйисемпе заметкисем «Коммунизм ялавӗ», «Хыпар» хаҫатсенче тӑтӑшах пичетленнӗ. Вӑл «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн та штатра тӑман корреспонденчӗ пулнӑ.
Ревокат Моисеев – Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл Шупашкарта йӗркеленӗ Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн ҫыхӑнуҫӑ-телефонисчӗ пулнӑ, Курск ҫапӑҫӑвне те хутшӑннӑ. Ӑна «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медальпе, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ.