Ҫурт-йӗр
![]() cheb.ws сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫуртсенче хваттер туянакансен йышӗ пӗлтӗр ҫӗршывӑн кашни виҫҫӗмӗш регионӗнче чакнӑ. Ку цифрӑна РБК Росреестр пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Хваттер сутасси 2021 ҫулта пирӗн ҫӗршывра 17,6% ӳснӗ, ҫав вӑхӑтрах 29 регионта туянакансен йышӗ чакнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Енре те. 2021 ҫулта пайҫӑсемпе пирӗн ҫӗршывра 898,6 пин килӗшӳ тунӑ. Ҫав шутра Мускавра – 144 пин, Мускав облаҫӗнче – 116,3 пин, Санкт-Петербургра – 75,8 пин, Краснодар крайӗнче – 70,7 пин, Свердловск облаҫӗнче – 32,4 пин. Пирӗн республикӑра пурӗ 6,9 пин килешӳ тунӑ, ку вӑл 2020 ҫулхинчен 18,7% сахалрах. Абсолютлӑ цифрӑсемпе илсен, хваттер туянакансен йышӗ уйрӑмах чакнин кӑтартӑвӗпе пирӗн республика ҫавӑн йышши 5 регион шутӗнче. Хваттер сахал туяннисен йышӗнче – Санкт-Петербург, Архангельск облаҫӗ, Алтай крайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |